System.Net.WebException: Сбой запроса с состоянием HTTP 404: Not Found. в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.ReadResponse(SoapClientMessage message, WebResponse response, Stream responseStream, Boolean asyncCall) в System.Web.Services.Protocols.SoapHttpClientProtocol.Invoke(String methodName, Object[] parameters) в EduServ.DataProcess.AddViewing(Int32 OrgId, Int32 Type, String ID, Int32 PageNum, String IP, String URL, String Refer) в c:\Windows\Microsoft.NET\Framework\v2.0.50727\Temporary ASP.NET Files\root\e04f9611\e2b8c6e0\App_WebReferences._i5q2s9t.0.cs:строка 76 в MyUserControl.SaveView(PageType Type, String ID, Int32 PageNum) в e:\WWW\edu.cap.ru\App_Code\MyUserControl.cs:строка 126 Обзор прессы: Тав сăмахĕ – вĕрентекен ячĕпе. / МБОУ "Аликовская СОШ им.И.Я.Яковлева" Аликовского района / Портал образования ЧР
Версия для слабовидящих
Обычная версия сайта
  Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
 
директор школы
Волков Владислав Константинович
Сайты наших учителей
Сведения об организации
Структура и органы управления образовательной организацией
Основные сведения
Документы
Образование
Образовательные стандарты
Руководство и педагогический состав
Материально-техническое обеспечение и оснащенность учебного процесса
Стипендии и иные виды материальной поддержки
Платные образовательные услуги
Финансово-хозяйственная деятельность
Вакантные места для приема (перевода)
Наша школа
Безопасность школы
История школы
Медиаархив
Наши выпускники
Расписание уроков
Сетевая школа
Разное
Всероссийская олимпиада школьников
Всероссийский экологический субботник
Методкопилка
Российское движение школьников
Самый классный классный
Тăван чěлхе – пěлÿ çăл куçě
Родителям
Правила приема
Приём в 1 класс
Учащимся
Государственная итоговая аттестация
Дистанционное обучение
Куда пойти учиться?
Правила для учащихся
Фотоотчеты
Подписка на новости
Get Adobe Flash player
Тав сăмахĕ – вĕрентекен ячĕпе.
Дата: 09.10.2018
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Иртнĕ эрнекун районти вĕренÿ учрежденийĕсем савăнăçлă мероприятисемпе пуян пулчĕç. Хăйсен пурнăçне пархатарлă ĕçе - ачасене пĕлÿпе воспитани парассине халалланă çынсем – вĕрентекенсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекенсем те хăйсен кăшт маларах килекен уявне учительсемпе пĕрле йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Çавăнпа та Вĕрентекен кунне халалланă мероприятире воспитательсемпе кĕçĕн воспитательсем те йышлăн пулчĕç. Кашни шкул делегацийĕ йышĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕсене те курма кăмăллă пулчĕ.

Кăçалхи уяв Чăваш Сурăмĕнчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Анлă мероприятие вырăнти шкул çумĕнчи «Юнарми» пĕрлешĕве çÿрекенсем тата кадет класĕсенчи вĕренекенсем уçрĕç. Йăрăс пÿллĕ арçын ачасемпе шурă акăш евĕр пикесем хăнасене бал ташши парнелерĕç.

Вĕренÿ тытăмĕнче ырми-канми тăрăшакансене уяв ячĕпе ра-йон пуçлăхĕ – Элĕк вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов, районти вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Эльвира Ржанова, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Чăваш Республикинчи Етĕрнери уйрăмĕн председателĕ Сергей Чернов саламларĕç. Вĕсенчен кашниех учитель профессийĕн кирлĕлĕхĕпе хăйне евĕрлĕхне палăртрĕ, залра ларакансене тав сăмахĕ каларĕ. Уйрăмах тав сăмахĕ педагогикăра нумай çул вăй хунă ветерансен ячĕпе пулчĕ. Вĕсем пуçарнă ырă ĕçсене паянхи ăру малалла тăсать. Кăтартусăр мар. Çакна тĕрлĕ шайри хисепе тивĕçнĕ вĕрентекенсем çирĕплетсе пачĕç. Нумай çул вĕренÿ тытăмĕнче вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕшĕн «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята Элĕк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Надежда Никитина тата Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ Татьяна Антонова тивĕçрĕç. Раççей Федерацийĕн вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕн заведующине Венера Яковлевăна, Мăн Ямаш вăтам шкулĕн вĕрентекенне Ольга Григорьевăна тата Юнтапа вăтам шкулĕн вĕрентекенне Альжбета Красновăна чысларĕç. Çавăн пекех вĕрентекенсенчен чылайăшĕ район администрацийĕн тата вĕренÿ пайĕн Хисеп хучĕсене илме тивĕçрĕç. Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев çулсеренех вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем хушшинче иртекен Спартакиада кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен йышĕнче Ураскилтсем çĕнтерÿçĕ ятне илчĕç пулсан, вăтам шкулсен тупăшăвĕнче Элĕк шкулне çитекенни пулман.

Çавăн пекех уявра вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлекеннисене палăртасси йăлана кĕнĕ. Хальхинче те Сергей Чернов ку енĕпе ĕçе ăнăçлă йĕркеленисене саламларĕ. Кăçал çĕнтерÿçĕсен йышне Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕ тата Юнтапари вăтам шкул кĕме тивĕçрĕç.

Вĕренÿ ĕçĕнче профсоюз организацийĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк çав. Ун çинчен районти вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Эльвира Ржанова хăйĕн сăмахĕнче пĕрре мар палăртрĕ. Кулленех чылай шкулта вырăнти профсоюз организацийĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыни те куç кĕрет. Вĕсенчен кашниех тав сăмахне тивĕçрĕ.

Вĕрентекен кунĕнче шкулсене ветерансене йыхравласси, çавра сĕтел хушшинче иртнĕ вăхăтсене аса илесси те йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнчи ветеран педагогсен ячĕпе Петр Ефимов тухса калаçрĕ, шкул администрацине çак кун чăн-чăн уяв туса панăшăн тав сăмахĕ каларĕ.

Уява пухăннисемшĕн «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕн юрри-ташши чăн-чăн парне пулчĕ. Культура çурчĕн фойинче И.Я.Яковлев çулталăкне халалласа йĕркеленĕ курав чылайăшĕн кăмăлне кайрĕ. Вырăнти музей тата библиотека ĕçченĕсем Иван Яковлевич вăхăтĕнчи шкул çулĕсенех таврăнма пулăшрĕç тейĕн.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Послание Президента ФС
Послание Главы Чувашской Республики
Всероссийская олимпиада школьников
Сайт школы
Самый классный классный
Чувашия - без табака!
Образование Аликовского района
Безопасность школ
Видеохроника
Вместе
Опыт внедрения Net-school
Дистанционное обучение учащихся
ЕГЭ-2018. Консультации по предметам
Информационная безопасность
Противодействие коррупции
Тăван чěлхе – пěлÿ çăл куçě
Российское движение школьников
Сайт профкома
Реквизиты
<Октябрь 2018>
ПнВтСрЧтПтСбВс
24252627282930
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930311234
Rambler's Top100 TopList